Ачи-пăчине тивĕçлĕ пăхса ӳстерекен, пултаруллă та маттур çемьесем сахал мар Чăваш Енре. Мухтава тивĕçлисене тупса палăртас тĕллевпе 2004-мĕш çултанпа ĕçлев тата социалла хÿтлĕх министерстви «Çулталăк çемйи» конкурс йĕркелет. Çемье – кашни çыншăн хаклă пуянлăх, шанчăклă тĕрек. Çак шухăшсене тĕпе хурса тата вĕсене халăхра анлăрах сарас тĕллевпех конкурса ирттеретпĕр те.
Кашни çемьере хăйĕн йăли-йĕрки пур, кашни кил-çуртра çемье ăшши упранать. «Çулталăк çемйи» конкурса хутшăнакан кашни çемье туслăха çирĕплетес, кĕçĕннисене ашшĕ-амăшне, аслисене хисеплеме вĕрентес, ĕçе хăнăхтарас тесе тăрăшать.
Конкурса хутшăнакан кашни çемье ыттисемшĕн тĕслĕх: вĕсем ĕçре те хастар, спортпа та туслă, йăла-йĕркесене тимлеççĕ, ачи-пăчисене тивĕçлĕ ӳстереççĕ.
Конкурс пирки тĕпленрех паян «Тăван радио» хумĕсем çинче эфира тухакан «Ĕçлĕ калаçу» кăларăмра калаçрăмăр.
14:11